Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +32.3 °C
Ӑшӑ сӑмах — ҫу кунӗ, сивӗ сӑмах — хӗл кунӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: чӑваш чӗлхи

Чӑваш чӗлхи

Германири Висбаденра нумай пулмасть Клара Адягаши венгр тӗпчевҫин «Chuvash Historical Phonetics» (чӑв. Чӑваш историлле фонетики) кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Вӑл пурӗ 334 страницӑран тӑрать, унта 19 ӳкерчӗк тата 4 таблица кӗнӗ. Кӗнеке акӑлчанла тухнӑ. Лавккасенче ӑна 78 европа (~6000 тенкӗ) сутаҫҫӗ.

Чӑваш фонетикинчи историлле аталанӑвне тӗпчесе пӗлес тӗлӗшпе Клара Адягаши тӗрлӗ чӗлхесенче упранса юлнӑ чӑваш сӑмахӗсемпе усӑ курнӑ. Венгрире пурӑнакан тӗпчевҫӗ хӑйӗн ӗҫне огур сӑмахӗсене, венгр чӗлхине пӑлхар чӗлхинчен кӗнӗ сӑмахсене тата авалхи пермь, вырӑс, ҫармӑс чӗлхисенчи сӑмахсене тӗпе хурса хатӗрленӗ. Ҫавӑн пекех арап, ҫӗнӗ перс, протопермь, авалхипе вӑтам вырӑс, китай, вӑтам монгол, авалхи ҫармӑс чӗлхисем чӑваш чӗлхипе мӗнле хутшӑнура пулнине кӑтартнӑ.

Клара Адягаши — Венгрире пурӑнакан чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи. Вӑл Андраш Рона-Таш академикӑн вӗренекенӗ шутланать. Кандидат тата доктор диссертацине вӑл чӑваш чӗлхине тӗпчесе хӳтӗленӗ. Венгрири Дебрецен университетӗнче профессор пулса ӗҫлет.

 

Чӑвашлӑх

«Хавал» чӑваш пуҫару ушкӑнӗ, Чӑваш республикин вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министерстви, «Хыпар» издательство ҫурчӗ 2019 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Чӑваш наци вулавӑшӗнче регионсен шайӗнче Чӑваш ҫамрӑкӗсен форумне ирттереҫҫӗ. Канашлӑва вӗсем пӗтӗм тӗнчери Тӑван чӗлхе кунне халалланӑ.

Форума хутшӑнакансем чӑваш хутлӑхӗнче палӑрнӑ ҫамрӑк экспертсемпе, бизнесменсемпе, культура ҫыннисемпе тӗл пулса халӑх эткерлӗхне упраса аталантарассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явма палӑртнӑ.

Канашлӑва хутшӑнма 9–11-мӗш классенче вӗренекенсене тата чӑвашлӑхпа кӑсӑкланакан 18–35 ҫулхи ҫамрӑксене йыхравлаҫҫӗ.

Вӑл 10 сехетре пуҫланӗ. Регистраци — 9:00 сехетре.

Форума хутшӑнас текенсен хӑйсен заявкине йӗркелӳ комитетне 2019 ҫулхи нарӑсӑн 10-мӗшӗччен uyav@mail.ru электрон адреспа ярса памалла. Ыйтса пӗлмелли телефон: 8-905-347-64-27 (Степанов Александр Марсовичӑн кӗсье телефонӗ).

«Ҫул тата апатлану тӑкакӗсене форума хутшӑнма яракан учрежденисемпе организацисем саплаштараҫҫӗ. Хӑйсем тӗллӗн хутшӑнма килекенсем ҫул укҫипе апат хакне хӑйсем тӳлеҫҫӗ», — пӗлтереҫҫӗ канашлӑва йӗркелекенсем.

 

КӐР
28

Арча
 Аçтахар Плотников | 28.01.2019 20:56 |

Харпӑр шухӑш Чӑваш чӗлхи

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

Чӑвашкасси — тӗне кӗмен чӑвашсен ялӗ. Кунта пурин те ячӗсем тӗп чӑвашла: Илепер, Ахмантей, Сарпинес, Пинеслу, Илемпи...

Эпир килхуҫи старикпе калаҫса ларатпӑр. Килхуҫи карчӑкӗ кӗлетрен туприне кӑларса хӗвел ҫине ҫакать.

— Э-э-эй, хальхи арча вӑл ячӗ кӑна ӗнтӗ! — ятлаҫать карчӑк. — Каллех кӗве тапӑннӑ! — Тахҫан хӗр чухне ҫӗленӗ кӗпине силле-силле калаҫать, — Чӑн-чан арчара пӗр кӗве те пулмасть те ҫав...

Чӑтаймарӑм, мучипе калаҫма чарӑнсах ун патне пытӑм та чӑн-чан арчара мӗншӗн кӗве пулманнине ыйтрӑм.

— Ара, хальхи арчана кам мӗнле йывӑҫа курать, ҫавӑнтан тӑвать те. Ӗлӗк арча тума ятарлӑ йывӑҫ шыранӑ. Ҫав йывӑҫ шӑршине кӗве чӑтаймасть.

— Мӗнле йывӑҫ вара вӑл?

— Арчине мар, ҫав йывӑҫне арча тесе каланӑ тет ӗлӗк.

— Мӗнлерех йывӑҫ пулнӑ-ши вара вӑл?

— Ара, урттӑш пекскер тетчӗҫ. Анчах урттӑш вӑл пӗчӗккӗ, леш йывӑҫӗ вара юман пекех сарӑлса ӳсет тет.

Малалла...

 

Чӑваш чӗлхи

Германире «Чӑваш чӗлхи» фильм ӳкереҫҫӗ. Ҫакӑн пирки Фейсбукра Виктор Чугаров режиссер хыпарлани тӑрӑх пӗлтӗмӗр.

Эпир Виктор Чугаровпа ҫыхӑнса фильм тӗллевӗпе кӑсӑклантӑмӑр. Акӑ епле хуравларӗ вӑл пире: «Фильм ӳкересси — маншӑн ӗҫ мар. Вӑл — манӑн чун киленӗҫӗ. Ӑна ӳкернӗ май эпӗ чунтан киленетӗп, пултарулӑха аталантаратӑп».

Виктор Чугаров фильмӗнчи сӑнарсем — чӑвашла пӗлекен ҫынсем. Нимӗҫсем-и вӗсем е урӑх наци ҫыннисем-и — пӗрех.

Кайран ҫав фильма пӑхни пӗр ачан чунӗнче те пулин чӑваш чӗлхи вӗренес кӑмӑл ҫуратасса тем пекех шанать Виктор Чугаров.

Ҫитес уйӑхра Виктор Парижра пурӑнакан, чӑвашла калаҫакан ҫынсене шырама пуҫласшӑн. Вӗсене те вӑл фильмра сӑнарласшӑн. Пуш уйӑхӗнче Шупашкарта ӳкерме ӗмӗтленет.

Кӑрлачӑн 30-мӗшӗнче Берлинта чӑвашсен тӗлпулӑвӗ иртӗ.

 

Пӗлтерӳ

«Чӑваш халӑх сайчӗ» шухӑшӗпе паянхи кун чӑваш чӗлхи пурнӑҫ анлӑшӗн кашни кӗтесӗнче пулмалла. Саккунсем чӑвашла пичетленмелле, вӗсене хӑйсене те чӑвашла алӑ пусса ҫирӗплетмелле, таварсен этикеткисем чӑвашланмалла, спорт ӑмӑртӑвӗсенче пирӗн тӑван чӗлхерен пӑрӑнмалла мар, тата ытти те. Ҫакна тӗпе хурса эпир хамӑрӑн май пур таран тӗрлӗ япаласене чӑвашлатма тӑрӑшатпӑр. Вӗсенчен пӗри вӑл — чӑвашла укҫа конверчӗ кӑларасси.

Шӑп та ҫавӑн пирки сӑмах пырӗ те — нумай пулмасть эпир черетлӗ икӗ укҫа конверчӗ пичетлесе кӑлартӑмӑр. Пӗри — универсаллӑ «Саламлатпӑр», тепри — ҫӗнӗ пӳрт ӗҫкине кайсан саламламалли.

Икӗ укҫа конвертӗнче те эсир чӑвашла сӑвӑсем тупма пултаратӑр. Кашнинче икшер сӑвӑ вырнаҫтарнӑ. Авторӗсем: Владимир Андреев, Альбина Юрату тата Лариса Петрова. Дизайнне Аҫтахар Плотников йӗркеленӗ.

Ку ҫӗнӗ укҫа конверчӗсене те, малтанхисене пекех, «СУМ» интернет-лавккара туянма пултаратӑр. «Саламлатпӑр» ятли те, «Ҫӗнӗ пӳрт ӗҫки ячӗпе» ятли та — 37 тенкӗ тӑраҫҫӗ.

Малалла...

 

КӐР
20

Вӗрентекенсем тӗл пулса канашларӗҫ
 Александр Степанов | 20.01.2019 21:22 |

Чӑваш чӗлхи
Ӑсталӑх лаҫҫинче
Ӑсталӑх лаҫҫинче

Кӑрлач уйӑхӗн 19-мӗшӗнче «Хавал» пуҫару ушкӑнӗн чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен ассоциацийӗн черетлӗ чей тӗлпулӑвӗ иртрӗ. Шупашкарти 11, 41, 40, 33-мӗш шкулӗсенче тӑван чӗлхене вӗрентекенсем килсе ҫитрӗҫ. Тӗлпулу кӑсӑклӑ та тухӑҫлӑ иртрӗ. Александр Васильевич Блинов («Кала-ха» вӗренӳ пособийӗн авторӗсенчен пӗри, «Хавал» пуҫару ушкӑнӗн тата «Язык для успеха» /чӑв. Ӑнӑҫу чӗлхи/ ют чӗлхесен шкулӗн ертӳҫи). Чӑваш чӗлхи урокӗсенче «Мемо» тата «Домино» вӑйӑсемпе мӗнле усӑ курмалли ҫинчен каларӗ. Каларӗ кӑна мар, пуҫтарӑннисене выляма та вӗрентрӗ (ҫитес вӑхӑтра ВК халӑх тетелӗнче те пулӗҫ. Эсир те вӗсене уҫласа илсе ачасемпе выляма пултаратӑр). Кунсӑр пуҫне Александр Васильевич тата савӑнӑҫлӑ хыпар пӗлтерчӗ — «Кала-ха 3» вӗренӳ пособинчи юрӑсем хатӗр иккен. Эпир паян вӗсене итлесе килентӗмӗр те.

Александр Марсович Степанов вара Fix Price лавккари таварсемпе чӑваш чӗлхи урокӗсенче усӑ курма ӑсталӑх лаҫҫинче вӗрентрӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/verentekensem
 

Чӑваш чӗлхи

Пурӑннӑ пулсан Федотов Михаил Романович чӗлхеҫӗ паян 100 ҫул тултарнӑ пулӗччӗ. Ҫак куна асӑнса паян чӗлхеҫӗсемпе ытти хастарҫӑсем унӑн вилтӑпри ҫине ҫитсе пуҫ тайрӗҫ.

Федотов Михаил Романович 1919 ҫулхи кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ районӗнчи Пуянкасси ялӗнче ҫуралнӑ. 2003 ҫулхи кӑрлачӑн 13 Шупашкарта вилнӗ. Паллӑ чӗлхеҫӗне Карачура патӗнчи Мухтав аллеинче пытарнӑ.

Михаил Федотова асӑнса сӑмах калакансен йышӗнче Валери Туркай сӑвӑҫ, Владимир Михайлович Терентьев тӑванӗ (ӑсчахӑн ӗҫне халӑха ҫитерессипе тӑрмашакан), мӑнукӗ тата чӑваш чӗлхипе литература тӗпчӗвҫисем пулчӗҫ: Виталий Станьял, Николай Егоров, Геннадий Дегтярев, Александр Кузнецов, Леонид Петров, Ирина Семёнова, Николай Плотников.

Пухӑннисем паллӑ тюркологӑн пурнӑҫне аса илчӗҫ, унӑн ӗҫӗсене малалла тӑсма шантарчӗҫ.

 

Чӑваш чӗлхи

Акӑлчансен «Свинка Пеппа» (чӑв. Пеппа сысна ҫури) мультфильмне чӑвашла куҫарнӑ. «Idel.Реалии» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра Эрсубай Янгаров пӗлтернӗ тӑрӑх, хастарсем хальлӗхе ҫичӗ серине чӑвашлатнӑ.

Мультфильма «YouTube» видеохостингра тата халӑх ушкӑнӗсенчи «Медиа-контент на чувашском языке» (чӑв. Чӑвашла медиа-контент) лапамра пӑхма пулать.

Мультфильма чӑвашла куҫарас ӗҫе Киевра ҫуралнӑ, вырӑс тата белорус юнӗллӗ Артём Федоринчик лингвист йӗркелесе пынӑ. Хальхи вӑхӑтра вӑл Шупашкарти Вӗренӳ институтӗнче ӗҫлет. Акӑлчан мультфильмне чӑвашла куҫарма Александр Блинов лингвист-полиглотӑн «Хавал» чӑваш халӑх пӗрлешӗвӗ тавра пухӑннӑ хастарсем (тата тӗрӗсрех каласан, Блиновӑн «Ӑнӑҫу чӗлхи» чӗлхе шкулӗнче ӗҫлекенсем) самай пулӑшнӑ. Вӗсем текста та куҫарнӑ, сӑнарсене те чӑвашла калаҫтарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.idelreal.org/a/29699590.html
 

Чӑвашлӑх

Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче чӑваш чӗлхипе чӑвашлӑх ыйтӑвне хускатнине час-часах асӑрхама пулать. «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Эсӗ — ман хӗвелӗм, эсӗ — ман тӗнче» пабликра та чӑваш чӗлхи пирки сӑмах пуҫарнӑ.

«Паян ҫамрӑк ашшӗ-амӑшӗсенчен нумайӑшӗ пепкисене вырӑсла калаҫса ӳстерет. Мӗн сӑлтавпа-ши? Ахӑртнех, тӗпренчӗкӗсене чӑваш чӗлхи кулленхи пурнӑҫра кирлӗ пулмасть, вырӑсла калаҫни вара пур алӑка та яри уҫать тесе шутланӑран ҫапла хӑтланаҫҫӗ», — тесе ҫырнӑ унта.

«Манӑн тете, Шупашкарта пурӑнать пулин те, икӗ ывӑлне чӑвашла калаҫса ӳстерет. «Ашшӗн чӗлхине пӗлмен ачасем ашшӗне чӑнласах хисеплеме пултараҫҫӗ-и вара?» — тет вӑл пӗр иккӗленмесӗр», — хӑпартланнӑ пост авторӗ пиччӗшӗпе.

Пӗр енчен, чӑваш арӗ-арӑмӗ хӑйӗн ачисемпе хӑть Шупашкарта, хӑть Хусанпа Мускавра, хӑть чикӗ леш енче тӑван чӗлхепе пупленинчен тӗлӗнмелли нимӗн те ҫук-ха. Анчах пурте апла туманран ирӗксӗрех тӗлӗнме те хӑпартланма тивет курӑнать.

 

Харпӑр шухӑш Чӑваш чӗлхи

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

Ҫеҫенхир. Чечен хӗр. Чечен вӑрман. Чечен ача...

Чечене хитре, илемле тенӗ пек ӑнланатпӑр. Ҫеҫен тени те мӗне те пулсан пӗлтермест-ши? Пӗлтерет иккен: Ашмарин словарӗнче ҫеҫен — никам пырса кӗмен (вырӑсла — девственный) тесе ӑнлантарнӑ. Ҫав хушӑрах чеченӗн пӗлтерӗшӗ те ӗлӗкрех ҫавӑн пекех пулнӑ. Чечен хӗр — никам тӗкенмен, кӳрентермен хӗр. Чечен вӑрман — ҫын пырса таптаман вӑрман. Апла пулсан, ҫеҫенпе чечен пӗр-пӗринчен пулса кайнӑ сӑмахсем мар-ши? Ҫутҫанталӑкпа ҫыхӑннӑ сӑмах — ҫеҫен, этем патне кайсан вара апла калама юрамасть, «чечен» темелле. Акӑ мӗн тери пуян та тӗпле пирӗн чӗлхе.

 

Хушса калани. Кунта вара Юхма Мишшипе килӗшсех каймастӑп. Чечен тени пӗрре те никам тӗкӗнмен хӗре пӗлтермест. Хӑй сӑмахӗ вара «хитре калаҫакан», «шӗвӗр чӗлхеллӗ» ҫынна пӗлтерет пулас. Тепӗр май каласан, питӗ таса, илемлӗ калаҫакан, япшар чӗлхеллӗ ҫын.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 57, 58, 59, 60, 61, 62, 63, 64, 65, 66, [67], 68, 69, 70, 71, 72, 73, 74, 75, 76, 77, ... 158
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.07.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере япăх сунакансем ура хума пултарĕç, сирĕн тавра элек явăнас хăрушлăх та пур. Асăрханмалла, тимлĕхе çухатмалла мар. Ĕçре ытлашши нумай вăхăт ирттермелле мар. Чылай ĕç валли ăнăçлă вăхăт мар ку. Ĕç хыççăн çемье патне васкамалла, пĕченлĕхре пулмалла мар.

Утӑ, 05

1900
124
Молостовкин Гаврил Александрович, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1940
84
Тимаков Вениамин Петрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть